«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри политика канашӗн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗнче Вадим Николаевах хӑварасшӑн. Ӑна вӗсем республикӑн Патшалӑх Канашӗнчен унта ҫирӗплетесшӗн.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем хӑйсен пухӑвӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче фракци йӗркелес тата РФ Федераци Канашне ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе сенатора сӗнес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Аса илтерер, унччен Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен Вадим Николаев тата республикӑн экс-президенчӗ Николай Федоров, вӑл вице-спикер, пулнӑччӗ.
Сенаторсенчен Николай Федоров пӗлтӗр 4 миллион та 810 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине, Вадим Николаев вара 6 миллион та 750 пин тенкӗ тупӑш тунине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ шӑпи тахҫанах калаҫтаракан тема пулса тӑнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак ыйтӑва вӗҫӗмех хускатса пычӗ.
Ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланса пикета пухӑннӑ.
Наци сӗмӗллӗ лицей шӑпипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн ларӑвӗнче те хускатнӑ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, лицей-интерната муниципалитета (ку вӑл Шупашкара тенине пӗлтерет) панине кура асӑннӑ шкула тӑвассишӗн муниципалитет кӑна яваплӑ. Енчен хула ку ыйтӑва татаймасан бюджета тепӗр хут пӑхса тухнӑ чух республика пулӑшма хатӗр тесе ӗнентернӗ республикӑри тӗп финансист.
Лицей музыка училищи ҫумӗнче пулмалла. Анчах ҫӗр ыйтӑвӗ те хальлӗхе татӑлман, лицей йышӑнмалли лаптӑкӑн пӗр пайӗн хуҫи — уйрӑм ҫын.
«Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков лицей-интерната прокуратура иртнӗ ҫулах уҫма хушнине аса илтернӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртме пултарать. Ку вӑл кадрсемпе ҫыхӑннӑ.
Республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ пулать. Министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла-мӗн.
"Тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет. Ҫынсем кун пеккине калаҫма юратаҫҫӗ. Анчах хальӗхе нимӗнле йышӑну та туман", — тенӗ Олег Марков вице-премьер журналиста.
Ҫав вӑхӑтрах ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев республикӑн парламентне, социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине куҫас шухӑшлӑ пулнӑ, анчах Михаил Игнатьев Элтепер ирӗк паман имӗш.
Чӑваш Енри Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсен опычӗпе паллашма тӑрӑшсах тӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫармӑссен опычӗпе кӑсӑкланса унта тухса кайнӑ.
Парламентра ыттисене питех курӑнман ӗҫе пурнӑҫлаканӗсем шӑпах аппаратра вӑй хуракансем тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук. Куҫа курӑнман хут ӗҫӗ ҫавсен самай. Кашни саспаллишӗн тенӗ пек явап тытма тивет вӗсен. Аппаратра тимлекенсенчен чылайӑшӗ чылай ҫул вӑй хунӑ вӑхӑтра пуян опыт пухнӑ пулин те ҫӗннине те пӗлме ӑнтӑлаҫҫӗ.
Ҫармӑссен саккун кӑларакан органӗнче пирӗннисен куҫӗ тӗлне парламентпа парламентӑн туслӑ ҫыхӑнӑвне халалланӑ стендсем те лекнӗ. Вӗсенчен пӗрне чӑваш тата ҫармӑс парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснине уйӑрнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ.
Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте.
Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре паян «Коммунизм ялавӗ» (халӗ вӑл «Хыпар» ятпа тухса тӑнине нумайӑшӗ пӗлет) хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ Демьян Семеновпа сывпуллашаҫҫӗ.
Демьян Филипповича пӗлнисем асӑннӑ ҫын республика шайӗнче тухса тӑракан ҫак хаҫатӑн чи лайӑх редакторӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Демьян Семенов пирки чӑтӑмлӑ, чӑн ӗҫшӗн ҫине тӑракан, интеллигентлӑ, ӑста ертӳҫӗ тата вӗрентекен пулнине палӑртаҫҫӗ.
Демьян Филиппович ҫӗртмен 25-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Вӑл 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата КПСС Тӗп комитечӗн Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. 1985—1990 ҫулсенче ЧАССР Верховнӑй Совечӗн председателӗ пулма шаннӑ. 1995—2006 ҫулсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче редакципе издательство пайне ертсе пынӑ.
Демьян Филипповичпа паян 14 сехетре «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятире сывпуллашӗҫ.
Мӗн тӑвас тетӗн, халӗ тепӗр хӗрарӑмсем хӑйсем пуҫ пулма тытӑнчӗҫ те, арҫынна йӑпӑр-япӑр пӑхӑнса ларасшӑн мар. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗсен мӑшӑрӗсем те ҫавсен йышне кӗреҫҫӗ курӑнать. Ытахальтен мар-тӑр ӗнтӗ ӗнер иртнӗ парламент сессийӗнче арӑмсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатнӑ.
Кун йӗркинчи ыйтусенчен пӗринче регламента улшӑну кӗртесси пулнӑ. Николай Малов депутат сессире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен хӑйсен арӑмӗсен тата ҫул ҫитмен ачисен тупӑшӗ пирки сведенисем тӑратассипе ҫыхӑннӑ объективлӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пирки вӗсем парламент комиссине заявлени ҫырса парсан ун пек сведени ыйтмалла мар. Малов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пурнӑҫра тӗрлӗ лару-тӑру сиксе тухать: хӑшӗсем уйрӑлмасан та арӑмӗпе пурӑнмаҫҫӗ, арӑмӗ вара упӑшкине хай тупӑшӗ пирки пӗлтересшӗн мар. Ку вӑл объективлӑ сӑлтав шутланнӑран депутатсенчен арӑмӗсен тупӑшӗ пирки кӑтартма ыйтмалла мар.
Капла сӗнни Игорь Моляков депутата килӗшмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, РФ Патшалӑх Думинче 100 ытла депутат мӑшӑрӗн тупӑшне кӑтартас марришӗнех уйрӑлнӑ. «Манӑн арӑм ҫухалнӑ, манӑн объективлӑ сӑлтав, эпӗ унӑн тупӑшӗ пирки пӗлместӗп», — тени айванлӑх!
Ӗнер Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Кушев вилнӗ.
Ӑна пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, онкологи чирӗпе аптӑранине пӑхмасӑрах вӑл хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшнӑ. Парламентра вӑл бюджет комитетне ертсе пынӑ май нумаях пулмасть иртнӗ комитет ларӑвне те хӑех ертсе пынӑ. «Хӑйне кансӗр туйни сассинченех паллӑччӗ», — теҫҫӗ ӑна ҫывӑх паллакансем.
Паян 13 сехетре Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ Культура ҫуртӗнче гражданла панихида иртмелле. Ыран 11 сехетре Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче ӑна асӑнса кӗлӗ вулӗҫ.
Игорь Кушев биографийӗ пирки каласан, вӑл 1965 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшенче Етӗрне хулинче ҫуралнӑ. Хусанти авиаци институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫарта пулнӑ. Пурнӑҫне вӑл усламҫӑ ӗҫне халалланӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Енре тӳресен шучӗ ӳсӗ. Ҫапла тума йышӑнни тӳресене йывӑр килнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен тиевӗ пӗр пек маррипе. Ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленсех пыраҫҫӗ, вӗсенче халӑх йышӗ ӳснӗ май судра пӑхса тухакан ӗҫ шучӗ те нумайланать. Ҫавна кура Улатӑрта тата Канашра мировой судсен тата тепрер участокне уҫма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫав участоксем валли мировой тӳресене ҫирӗплетнӗ. Манти тӑхӑнмалли кандидатсемпе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев паллаштарнӑ.
Канашри 3-мӗш суд участокӗн судйи пулма Светлана Васильевна Софроновӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Улатӑрти 2-мӗш участокра мировой судья пулса Светлана Владимировна Опарышева тӑрӑшӗ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ.
«Ӑшӑ вырӑн» пушӑ пулмасть тетчӗҫ-и-ха ҫав? Ҫаплах пуль ҫав. Депутат мандатне ӑшӑ тесе калаймӑпӑр та, ҫапах та вӑл пукана хапсӑнакансем ҫук мар.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Коммунистсен партийӗнчен тухнӑ Дмитрий Евсеев хӑйне валли урӑх вырӑн куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Дмитрий Евсеев партирен кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Маларах Дмитрий Евсеев чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне куҫрӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче коммунист-депутат мандатне паянхи сессире Игорь Нарышкина панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |